Ирхине, тӑрсан та куҫ умне тухатӑн
Тӗлӗкре те эсӗ яланах умра
Яланах, аннеҫӗм, асӑмра тӑратӑн
Чӗремре пурнатӑн ҫутӑ ашӑмра
Хушса юрламалли:
Ах епле илемлӗ, ҫутӑ паян кунӗ
Сан паян ҫуралнӑ, савӑнӑҫлӑ кун
Саншан-ҫке, аннеҫӗм, ӗмӗр чунӑм ҫунӗ
Юратса сунатӑп пурӑн нумай ҫул
Аллу сан, ачаш-ҫке, ӑшӑ мамӑк теен
Эс Тур-амӑш евӗр ман чӗрере
Ҫулӑмра пулсассӑн, чун-чӗре телейӗ
Вӗҫнӗ пек туятӑп ҫӳллӗ тӳпере.
Хушса юрламалли:
Ах епле илемлӗ, ҫутӑ паян кунӗ
Сан паян ҫуралнӑ, савӑнӑҫлӑ кун
Саншан-ҫке, аннеҫӗм, ӗмӗр чунӑм ҫунӗ
Юратса сунатӑп пурӑн нумай ҫул
Ах аннем, чӗкеҫӗм, ҫулӗсем иртеҫҫӗ
Тӗрлӗ пӗркеленчӗк чӗрнӗ пит-куҫна
Ан кулян, аннеҫӗ, пур пӗрех илемлӗ
Ҫамрӑк пек курнатӑн хӑв ачусене
Хушса юрламалли:
Ах епле илемлӗ, ҫутӑ паян кунӗ
Сан паян ҫуралнӑ, савӑнӑҫлӑ кун
Саншан-ҫке, аннеҫӗм, ӗмӗр чунӑм ҫунӗ
Юратса сунатӑп пурӑн нумай ҫул
Ах епле илемлӗ, ҫутӑ паян кунӗ
Сан паян ҫуралнӑ, савӑнӑҫлӑ кун
Саншан-ҫке, аннеҫӗм, ӗмӗр чунӑм ҫунӗ
Юратса сунатӑп пурӑн нумай ҫул